Улатӑр хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, лару ирттернӗ. Вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов ӗҫ вырӑнӗнчен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Седов заявлени хӑй ҫырнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне килӗшӳ вӑхӑчӗ тухичченех хӑварӗ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова пурнӑҫлӗ. Ку вырӑна вӑл ыран, юпа уйӑхӗн 20мӗшӗнче, йышӑнӗ.
Депутатсем ларура Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Улатӑр районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ҫулма тытӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Хӗвелҫаврӑнӑша Улатӑр районӗнче 3643 гектар акнӑ. Ку культурӑпа ӗҫлекенсем районта виҫӗ хуҫалӑх: «НДН Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн Тӑвайӗнчи филиалӗ 3193 гектар акнӑ, «Родина» общество — 350 га, «Авангард» общество — 100 га.
Асӑннӑ тӑрӑхшӑн ку культура ҫӗнӗ темелле. Ӑна туса илме тытӑнни ытла нумаях пулмасть. Маларах ку культурӑна «НДН Агро» акса пӑхнӑ. Халӗ, ав, ӑна кура тата икӗ хуҫалӑх хутшӑннӑ. «НДН Агрора» сакӑр комбайн вырать. Паянхи куна илсен 270 гектар ҫинчен 403 тонна хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарса кӗртнӗ.
Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем пахчаҫимӗҫ пуҫтарса кӗртессипе те малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне тытса хӗненӗ, унтан хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗ.
Усал ӗҫӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑйпитти ӳсӗр арҫын 83 ҫулти амӑшӗпе харкашма тытӑннӑ. Ватӑскере вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ кинемипе ҫапӑҫни ҫитмен-ха, хӑйӗн ывӑлне «тӑн кӗртме» шутланӑ. 22 ҫулхи каччӑ ватта кӳрентернӗшӗн ашшӗне маларах ӳпкеленӗ иккен. Ҫавӑншӑн тавӑрас тенӗ те 56-ри ӳсӗр. Ывӑлӗ хваттер алӑкне уҫнине илтсен вӑл пӑшалпа алӑк енне тӗллесе пенӗ. Суранланнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайни те пулӑшайман — тӑватӑ кунтан ҫамрӑк куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Улатӑрти район судне ярса панӑ. Картран пуҫӗпех тухса кайнӑ арҫын ӗҫне ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев распоряжение алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурне пула йышӑннӑ карантин пӗтнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш зона пӗчӗкленнӗ.
Халӗ иккӗмӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ районӗсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем кӗреҫҫӗ.
Африка мурне пӗтерес енӗпе мӗнпур мероприятие пурнӑҫланӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен Пӑрачкав районӗнче ку мероприятисене пурнӑҫламашкӑн 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑр районӗ валли — 2,164 миллион тенкӗ.
Асӑннӑ районсенчи пурӑнакан ҫынсенчен сыснасене илсе тӗп тунӑ. Ку тӑкака саплаштармашкӑн халӑха пӗтӗмпе 19,934 миллион тенкӗ тӳленӗ.
Чӑваш Енре ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Ӑна пӗр эрнене яхӑн шыраҫҫӗ, усси ҫук-ха.
Кун пирки «Про Город» редакцие Наталья Кузина пӗлтернӗ. Вӑл Александр Кузинӑн пӗртӑванӗ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, 29 ҫулти Александр Кузина юлашки хутчен авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унран нимӗнле сас-хура та ҫук.
Александр юлташӗсемпе пулнӑ. Каҫхи 10 сехет тӗлне вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ. Анчах киле ҫитеймен вӑл. Унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман.
Александр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑл джинс куртка, ҫутӑ джинс шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна курнисене 89176742923 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи вулавӑшсем ӗнер урӑлӑх кунне уявланӑ. Ку куна пуҫласа 1913 ҫулта палӑртма тытӑннӑ. Ӑна чиркӳре ӗҫлекенсем Питӗрте пуҫарнӑ. Тепӗр ҫулхи пуш уйӑхӗнче Вырӑс православи чиркӗвӗн аслӑ пухӑвӗ (Синод) Урӑлах кунне ҫулсерен ирттерес тесе йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи культура ӗҫченӗсем калаҫусем, шухӑшлав саманчӗсем, информаци сехечӗсем йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Энтриелти вулавӑшра вырӑнти шкулта 11-мӗш класра вӗренекенсемпе «Легко начать, трудно остановиться» (чӑв. Пуҫлама ҫӑмӑл, чарӑнма йывӑр) темӑпа Г.И. Трошкина библиотекарь калаҫу ирттернӗ.
Кувакинӑри вулавӑшра аслӑ класри ачасене пухса Г.Г. Никитина библиотекарь эрех-сӑра ӳсекен организма епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарнӑ.
Иваньково-Ленино вулавӑшӗнче С.Б. Шугурова библиотекарь «Бережем свое здоровье» (чӑв. Хамӑр сывлӑха сыхлар) темӑпа профилактика сехечӗ йӗркеленӗ.
Междуречье вулавӑшӗ «Трезвость – норма жизни» (чӑв. Урӑ пурнӑҫ — пурнӑҫ йӑли) мероприяти йӗркеленӗ.
Кӑҫал кӗрхисене пирӗн республикӑра 100 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ. Эрнекуна илсен, 91,1 пин гектарӗ валли ҫӗре сухаласа хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Процентпа пӑхсан, ку вӑл 91,1 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫ кӑтартӑвне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви иртнӗ ҫулхипе те танлаштарса кӑтартнӑ: ҫулталӑк каялла планпа пӑхнин 82,5 процентне хатӗрленӗ пулнӑ.
Вырма хуҫалӑхсенче вӗҫленсе пырать. Маларах асӑннӑ министерство район администрацийӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, хуҫалӑхсемпе фермерсем тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 98,4 процент ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Кунта куккуруса кӗртмен. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ӑна симӗс апатлӑх кӑна мар, тӗшӗлеме те ӳстереҫҫӗ.
Тыр-пула Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче вырса пӗтернӗ.
Чӑваш Енре Африка мурне сарӑлма паман. Хӑрушӑ чире тӗп тунӑпа пӗрех.
Карантина хальлӗхе илмен. Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче полицейскисем талӑкӗпех дежурствӑра тӑраҫҫӗ. Вӗсем урапасене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ветеринари службин ӗҫченӗсем ятарлӑ хутӑшпа дезинфекцилеҫҫӗ.
Асӑннӑ района кӗрекен, унтан тухакан урапасене малашне те тӗрӗслӗҫ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнче канашлу ирттернӗ. Михаил Васильевича Африка мурне сарӑлма чарни пирки пӗлтернӗ.
Ятарлӑ комиссисем халӑхран сысна пуҫтарса пӗтернӗ. Икӗ районта 3000 ытла сыснана тӗп тунӑ. Вӗсене компенсаци тӳлемешкӗн хыснаран 23 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сергей Артамонов министр ку лару-тӑру сысна ашӗн хакне витӗм кӳмелле марри пирки каланӑ. Монополипе кӗрешекен служба лавккасене тӗрӗслеме пуҫланӑ. Сысна ашӗ 6-9 процент хакланнӑ-мӗн.
Карантин зонинчен инфекциллӗ какая илсе тухакансем пур-ха. Анчах вӗсене постра тытса чараҫҫӗ. Халӗ Африка мурне тупнӑ ялсене дезинфекци тӑвас ӗҫ малалла пырать.
Чӑваш Енре Африка мурӗ текен чир сарӑлма тытӑннине пула ҫивӗч мерӑсем йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫурлан 17-мӗшӗнче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта сысна ашне сутма, ярмӑрккӑсем ирттерме чарнӑ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне Пӑрачкав районӗнче 2 358 сыснана ҫунтарнӑччӗ, ҫынсем ветеринарсене пӗлтермесӗр 504 пуҫа хӑйсем тӗллӗн пуснӑ.
Улатӑр районӗнчи Сӑр Майданӗ ялӗнче те сыснасем чирленине тупса палӑртнӑ. Унта ҫурлан 25-мӗшӗнче карантин тесе палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Пӑрачкав районӗнче хир сыснине те тытма юрамасть. Сунара кайма чаракан хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшенчех йышӑннӑ. Чару карантин вӑхӑчӗ вӗҫленичченех пырассине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енре Африка мурӗ сарӑлсах пырать. Улатӑр районӗнчи Сӑр Майданӗ ялӗнче те сыснасем чирленине тупса палӑртнӑ. Унта ҫурлан 25-мӗшӗнче карантин тесе палӑртнӑ.
Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне Пӑрачкав районӗнче 2 358 сыснана ҫунтарнӑ. Ҫынсем ветеринарсене пӗлтермесӗр 504 пуҫа хӑйсем тӗллӗн пуснӑ.
Халӗ пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи 5 ял тӑрӑхӗ кӗнӗ. Унти мӗнпур сыснана укол туса вӗлерсе ҫунтарнӑ.
Аса илтерер: Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫурлан 17-мӗшӗнче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта сысна ашне сутма, ярмӑрккӑсем ирттерме чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |